Чăваш чĕлхи кунне халалласа

Чăваш чĕлхи кунне халалласа



Пирĕн шкулăн Тури Çĕрпӱкассинчи филиалĕнче вĕренекенсем те, пур чăвашсем пекех, ĕнер Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье ҫулталăкне тата Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акцине хутшăнчĕç, паян Чăваш чĕлхи кунне, Иван Яковлевич Яковлева  халалланă мероприятисем ирттерчĕç.

«Паянхи уявра пур вӗренекен те, вĕрентекен те хутшӑнтӑмӑр, сӑвӑсем вуларӑмӑр, юрӑсем юрларӑмӑр, ташӑсем ташларӑмӑр»,– тесе каласа параççĕ шкул хастарĕсем – çамрăк корреспондентсем.